Среда, 21 февраля, 2024
Главная > Публикации > Сĕтшĕн тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕ тăкаксен курăмлă пайне саплаштарма май парать

Сĕтшĕн тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕ тăкаксен курăмлă пайне саплаштарма май парать

Сĕт нумай суса илекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене хавхалантарма патшалăх шайĕнче ятарлă субсиди пăхса хăварнă. 2023 çул валли республика бюджетĕнче çак тĕллевпе 443,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвĕпе паянхи кун тĕлне Чăваш Енри 150 ял хуçалăх организацийĕ усă курать.

Субсиди йĕрки çапларах. Çулталăкра 5000 килограмм таранччен сĕт сăвакансене кашни килограмшăн 1 тенкĕ те 37 пус тавăрса параççĕ. 5001 килограмран пуçласа 6000 килограмм таранччен сăвакансене 1 тенкĕ те 91 пус парса хавхалантараççĕ. 6001 килограмран пуçласа 7000 килограмм сĕт сăвакансене 2 тенкĕ те 11 пус тивĕçтереççĕ. 7001 килограмран ытларах сĕт сăвакансен субсиди виçи 2 тенкĕ те 41 пуспа танлашать (кашни килограмм пуçне).

Округри ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев пĕлтернĕ тăрăх, çур çулта Канаш тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕ- семпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕтĕмпе 3328,8 тонна сĕт суса илнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи шайпа танлашать. Çакăнта сăвăм виçи çине çут çанталăк условийĕсем пысăк витĕм кÿнине те асăнса хăвармалла. Чылай хуçалăхăн кăтартăвĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ытларах, çав шутра: «Путь Ленина», «Урюм» ЯХПКсем, «Исток», «Хучель» пĕрлĕхсем, В. Никонов, С. Николаев, А. Макаровпа В. Герасимов хресчен-фермер хуçалăхĕсем.

Округра кашни ĕнерен вăтамран 2663 килограмм сĕт суса илнĕ, ку 2022 çулхипе танлаштарсан 102,4 процентпа танлашать. Чи пысăк кăтартусем Киров ячĕллĕ ЯХПКан Атнаш ферминче – 3482 килограмм, В. Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче — 3396 килограмм, Киров ячĕллĕ ЯХПКан Шăхасанти сĕт-çу ферминче — 2836 килограмм.

Сĕтĕн туянакан хакĕ чакнăран паянхи кун сĕт рынокĕнчи лару-тăру çăмăлах мар. Çакă — вăхăтлăх пулăм, ăна чăтса ирттерес пулать. 2022 çулхипе танлаштарсан выльăх апачĕ (утă) хатĕрлесси пахалăхлăрах пулса пырать, çавăнпа та ĕне-выльăх шутне чакармалла мар, ÿстермелле. Сĕт кашни кунхи тупăш çăл куçĕ. Çакă хуçалăхсен экономикишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх çĕрĕсен кашни 100 гектарĕ çинче сĕт суса илесси районĕпе вăтамран 288,1 центнерпа танлашнă. Ку енĕпе те чи пысăк кăтарту В. Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче — 615,1 центнер.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пĕлтĕрхи шайра пулнă, 3631 пуçпа танлашнă. Нумай хуçалăхра выльăх шутне сыхласа хăварнă. Палăртнă кун тĕлне ĕнесен шучĕ муниципалитетра 1305 пуç пулнă В. Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕнесен шутне ÿстерсе пыни курăнать. Паянхи кун нумай ĕне тытакан хуçалăхсенчен, тĕслĕх-рен Киров ячĕллĕ ЯХПКран, тĕслĕх илмелле. Сĕт нумай туса илекенсене патшалăх хавхалантарнине çÿлерех палăртса хăварнăччĕ, çавна май тăкаксене субсиди виçипе саплаштарса пыма пулать.

Округра пĕтĕмпе 795 пуç пăру илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çак кăтарту хăш-пĕр хуçалăхсенче пысăкрах. Çав шутра: «Урюм» ЯХПК, «Исток», «Хучель» пĕрлĕхсем, С. Николаев, В. Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Кашни 100 ĕне пуçне 50 ытла пăру илнĕ хуçалăхсем: «Урюм» ЯХПК, «Исток» ООО, В. Никонов, А. Макаров, В. Герасимов хресчен-фермер хуçалăхĕсем.

Хуçалăхсенче кашни 100 ĕне çине пушмак пăрусене пăрулаттарни 12,8 пуçпа танлашнă, пĕлтĕрхи кăтарту — 10,4 пуç. Хăш-пĕр хуçалăхра кĕтĕве аван çĕнетсе пыраççĕ, ку кăтарту унта 10 ытла пуçпа танлашать. Çак йышра: «Исток» ООО, Киров ячĕллĕ ЯХПК, В. Степановпа В. Владимиров хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Çак хуçалăхсенче кĕтÿри ватă е чирлĕ ĕнесене çамрăк выльăхсемпе ылмаштарсах тăраççĕ.

Канаш тăрăхĕнче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. Кăçал çанталăк типĕ тăнăран курăк çÿллĕ ÿсеймерĕ. Утă çулма кăштах маларах тухма тиврĕ. Хальхи вăхăт тĕлне хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хутне çулса пĕтернĕ. Утта кирлин — 100,7 процент, сенажа 78 процент чухлĕ янтăланă. Çавăн пекех нумай хуçалăхра сенаж хывма пуçланă чухне çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлес тесе технологине пăснине палăртмалла. Кун пек чухне сенаж мар, силос пулать, унăн тутлăхлăхĕ вара сахалрах. В. Никоновăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче çеç сенаж хывнă чухне тĕрĕс технологипе усă курнă (симĕс массăна кушăхтарнă). Çĕртме уйăхĕн варринче нумай çул ÿсекен курăксенчен сенаж хывассипе çыхăннă кирлĕ сĕнÿсем панăччĕ. Сенаж е силос хатĕрленĕ чухне комбайнăн курăка 25-50 миллиметртан касса пымалла. Массăна пусăрăнтарма кустăрмаллă тракторсемпе (Т-150) усă курмалла. Курăка хатĕрлемелли чи лайăх вăхăтран пĕр кун кая юлни те ĕнен çулталăкри продуктивлăхне 180 килограмм таран чакарнине шута илмелле.

Сĕте сунă хыççăн сивĕтме тăрăшмалла. Çакă унăн хакĕ çине лайăх витĕм кÿрĕ, вăл кун пек чухне ытларах упранĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code