Канаш тăрăхĕн çĕр ĕçченĕсем вырма ĕçне пуçăнчĕç. Вĕсен пĕр- чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20 пин ытла гектар çинче пуçтарса кĕртмелле, асăннă лаптăк-ра кĕрхисен уйĕсем 6 пин гектара яхăн йышăнаççĕ.
Округра çĕнĕ тухăçа пуçтарма чи малтан «Цивиль» пĕрлĕх тухнине палăртса хăвармалла. Пайкилтсен уйра «Дон» тата «Акросс» комбайнсем ĕçлеççĕ.
Çак кунсенче муниципалитет ертÿçи Сергей Михайлов «Канмаш» агрофирма уйĕсене çитсе çаврăнчĕ. Хуçалăхра тырă çапма тăватă комбайн хатĕрленĕ. Вĕсем хальхи вăхăтра кĕрхи тулă пуссинче ĕçлеççĕ. Çĕнĕ тухăçăн нÿрĕк шайĕ 15 процентран кăшт ытларах танлашать, ăна типĕтсе управа хума «Канмашра» тырă типĕтмелли сушилка пур. Кĕçех хуçалăх ĕçченĕ-сем Катек ялĕнче 800 тонна вырнаçмалăх тырă склачĕ туса пĕтерĕç.
Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ тухăçа пуçтарса кĕртме округра пĕтĕмпе утмăла яхăн комбайн тухĕ, кашни техникăн вăтамран 350 ытла гектар тырă çапса тĕшĕлемелле пулĕ.
«Пысăк тухăç илесси çут çанталăк витĕмĕнчен нумай килет. Тырă ÿссе çитĕнмелли вăхăтра шăрăх çунтарчĕ, халĕ, вырмана тухсан, çумăрсем чăрмав кÿреççĕ. Тухăç мĕнле шайра пулассине хальлĕхе татăклăн калама çук. Çĕнĕ тухăç пÿлмене кĕрсе вырнаçсан унăн виçине курăпăр», — палăртрĕ Сергей Николаевич.