Главная > Публикации > Тава тивĕçлĕ ят панă

Тава тивĕçлĕ ят панă

Физкультурник кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пурнăçне спортпа çыхăнтарнă хастарсене çывхарса килекен уявпа саламланă.

Хăйсен профессийĕнче пысăк çитĕнĕве тивĕçнисен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем парса чысланă.

Çак йышра Карăклăри Геннадий Смирнов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Евгений Смирнов та пулнă. Ăна Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ят парса чысланă. Ентешĕмĕре сумлă награда илнĕ ятпа саламлатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *