Вăтакас Татмăш ялĕнчи тухтăрсен амбулаторийĕнче «чĕрĕ» пылчăкпа тĕрлĕ чирсенчен сиплеççĕ. Процедурăсене тунă чухне Краснодар крайĕнчи Ейскран илсе килнĕ сиплĕ пылчăкпа усă кураççĕ.
Çак паха çут çанталăк материалĕ тĕревпе хускану аппарачĕн, шăмă сыпписен чирĕсене, аманнă хыççăн пулнă патологисене тата ытти чирсене сиплеме пулăшать.
Амбулаторире пациентсене валли хăтлă условисем тунă. Унта çавăн пекех физиотерапи, массаж кабинечĕсем пур. Унсăр пуçне тинĕс тăварĕпе тата лăсă экстракчĕпе ваннăсем тăваççĕ.