Главная > Публикации > Шыва кĕмелли ятарлă вырăн тăваççĕ

Шыва кĕмелли ятарлă вырăн тăваççĕ

Çатăрка Çырми ялĕ округри пысăк ялсен йышĕнче мар, апла пулин те унта пурăнакансем пысăк проектсене ĕçе кĕртме пултараççĕ.

Хаçатра нумаях пулмасть асăннă ялти хастарсем ниме бюджечĕ вăйĕпе пĕр километр та тăват çĕр метр тăршшĕ çула вакă чул сарса çирĕплетме пултарнине çырса кăтартнăччĕ. Чăн та, пĕчĕк ялта пурăнакансем пĕрлехи ĕç валли харăсах 600 пин тенкĕ пуçтарса пама пултарни сайра хутра тĕл пулать.

Халĕ Çатăрка Çырми ялĕнче пурăнакансем шыва кĕмелли купель тума тытăннă. Сăваплă ĕçе хальхинче хăйсен вăйĕпе, патшалăхăн тĕллевлĕ программине хутшăнмасăр ĕçе кĕртме йышăннă. Ял айккинчи çăл çумне икĕ метр диаметрлă виçĕ бетон кăшăл чавса лартнă, кĕçех ун çийĕн 4-па 4 метрлă пура вырнаçтарĕç.

— Таврари кашни ялтах шыва кĕмелли ятарлă вырăн пур, Кăшарни каçĕнче эпир Вăтапуç салинчи е Кайăкялĕнчи купельсене çитсе килетпĕр, — калаçăва хутшăнчĕ пуçару ушкăнĕн хастарĕ Иван Малов. — Ял çамрăкĕсемпе пуçтарăнтăмăр та мĕншĕн-ха хамăр патăмăрта çакнашкал вырăн йĕркелес мар терĕмĕр. Çак тĕллевпе ял старăсти патне çул тытрăмăр. Вăл пирĕн шухăша ырласа йышăнчĕ, çакăнтан пирĕн ĕç-пуç вырăнтан тапранчĕ темелле.

Ĕлĕк çав вырăнта колхоз ферми пулнине пĕлтĕм, çăла тимĕрçĕ лаççине шывпа тивĕçтерме чавнă пулнă. Вăхăт иртнĕ май çăла бетон кăшăлсем ярса çирĕплетнĕ. Унтан кĕтÿçсем, çавăн пекех уйра ĕçлесе ĕшĕннĕ çынсем сивĕ, уçăлтаракан шыва ĕçсе ăш-чикне кантараççĕ.

Çамрăксем шыва кĕмелли вырăна çăлпа çыхăнтарнă. Çавна май çуллахи шăрăх çанталăкра та шыв купельте чакас хăрушлăх çук. Ытлашши шыва юхса тухма тепĕр енче пăрăх хурса хăварнă.

Хальхи вăхăтра ял хастарĕсен таврари тăпрана кăшăл çумне тĕксе ти- кĕслемелле, тимĕр свайсем çавăрса лартнă хыççăн пурине хăпартмалла. Ăна инçех мар пураса хунă. Вăрманне çуркунне хăйсем касса тухнă пулнă. Урай-мачча тата çивитти валли строительство материалĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Хĕл сиввисем пуçланиччен купеле хута яма палăртаççĕ.

Çак кунсенче купель çумĕнче протоиерей Александр ĕç малалла та ăнăçса пытăр тесе кĕлĕ вуларĕ. Купеле туса пĕтерсен те тĕн йĕркипе сăвапласа ял халăхне тата таврара пурăнакансене шыва кĕме ирĕк парĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *