Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Стройка ĕçĕсемпе паллашнă

Стройка ĕçĕсемпе паллашнă

Юнкун Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов Янкăлч салинче çĕкленекен шкул стройкипе паллашнă.

Ăна «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн хăпартаççĕ. Унта аслă ÿсĕмри ачасем валли — 165, кĕçĕн çулхи пепкесем валли 40 вырăн пулĕ. Шкула килес çулхи çурла уйăхĕнче туса пĕтерме палăртаççĕ. Строительство ĕçĕсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ.

Паянхи куна илсен, строительсем кирпĕч хурас ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Вĕсем икĕ гаражпа котельнăй тунă, унта халĕ газ оборудованийĕ вырнаçтараççĕ. Шкула шывпа тивĕçтерме скважина чавнă. Çурт никĕсĕ çумĕнчен шыв-шура айккине илсе кайма дренаж тунă. Çуртăн пĕрремĕш хутĕнче стенасене штукатурка тума тытăннă.

Аса илтеретпĕр, Янкăлч салинчи çĕнĕ шкула «Булат» подряд организацийĕ тăвать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *