Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ

Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Ялта чи лайăххисем» ачасен пултарулăх форумĕ иртнĕ. Ăна Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ кĕçĕн çулхи маттурсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.

Пĕлме, кăçалхипе çак форума иккĕмĕш хут йĕркеленĕ. Асăннă конкурса республикăри шкулсемпе ача сачĕсенчен 2 пин ĕç ярса панă. Финала 66-тăн тухнă. Çак йыша Шуркасси шкулĕнче вĕренекен Эмилия Тимофеева та кĕнĕ. Вăл «Публикаци» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăнă. Пултаруллă пикене Дипломпа тата хаклă парнепе вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *