Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Палăк умĕнче митинг иртнĕ

Палăк умĕнче митинг иртнĕ

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çĕçпĕл Мишши çуралнăранпа 124 çул çитнĕ. Çак ятпа Шăхасанта унăн палăкĕ умĕнче митинг иртнĕ. Ытти çулсенчи пекех унта тăван культурăна, чĕлхене, Çеçпĕле сума сăвакан çыравçăсем, культура ĕçче-нĕсем, общество пĕрлешĕвĕн хастарĕсем тата вĕрентекенсемпе вĕренекенсем йышлăн хутшăннă. Митинга килнисен умĕнче «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи Юрий Тарасов, Лидия Филипповапа Надежда Силпи тата Анатолий Кибеч çыравçăсем тухса калаçнă. Вĕсем кăвар чĕреллĕ поэта асăнса хĕрÿллĕ сăмахсем каланă, унăн вилĕмсĕр сăввисене вуланă, палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.

Хăнасем вулавăшра ачасемпе тĕлпулу та йĕркеленĕ, вĕсене хăйсен кĕнекисене парнеленĕ. Кĕнекесемпе çав кун Шăхасан шкулĕн тата округ тĕп библиотекин çÿлĕкĕсем те пуянланнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *