Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Çурла уйăхĕн вĕçĕнче ветеринари службин ĕçченĕсем хăйсен професси уявĕн кунне паллă тунă. Чи пултаруллисене Чăваш патшалăх пукане театрĕнче чысланă.

Çак тĕллевпе маларах социаллă сетьсенче видеороликсен конкурсне йĕркеленĕ. Куракансем Людмила Семенова ĕçĕ уйрăмах кăмăла кайнине пĕлтернĕ. Вăл Аччари ветеринари участокне ертсе пырать, юратнă ĕçĕнче 40 çула яхăн тăрăшать.

Уяв мероприятийĕ Канашри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕнче те иртнĕ. Выльăх тухтăрĕсене Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата хула администраци- йĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов саламланă. Вĕсем чи пултаруллисене хисеп грамотисем тата тав çырăвĕсем парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *