Воскресенье, 16 июня, 2024
Главная > Публикации > Тăхăр ушкăн тупăшнă

Тăхăр ушкăн тупăшнă

Шăхасанти «Импульс» спорт шкулĕнче баскетбол енĕпе ăмăрту иртнĕ. Турнира 16 çула çитмен каччăсем хушшинче йĕркеленĕ. Мала тухассишĕн округри чи вăйлă баскетболистсен тăхăр шкул команди тупăшнă.

Çивĕч кÿрешÿре пĕрремĕш вырăна Шăхасан шкулĕн спортсменĕсем çĕнсе илнĕ. Вăтакас Татмăш каччисем иккĕмĕш вырăна тухнă. Шуркассисем виççĕмĕш пулнă. Çĕнтерÿçĕ командăна — Кубок, мала тухнисене медаль грамота тата парне парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *