Воскресенье, 16 июня, 2024
Главная > Публикации > Çĕнтерĕве пĕрле çывхартатпăр

Çĕнтерĕве пĕрле çывхартатпăр

Кĕтнĕ Çĕнтерĕве Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă паттăр ентеш-салтаксемпе пĕрле çывхартатпăр. Вĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса ăсататпăр, кунсерен кĕлĕ вулатпăр.

Аса илтеретпĕр, «Салтаксене — пулăшу» ыр кăмăллăх акци малалла пырать. Эппин, кашни çак тĕллевлĕ акцине чун-чĕре ыйтнипе хутшăнса Çĕнтерĕве пĕрле çывхартĕ.

Гуманитари пăлăшăвĕ пуçтарассипе Мăкăр ялĕнче пурăнакансем те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Хальхипе вĕсем çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе улттăмĕш хут хутшăнаççĕ.

Ырă пуçарăва ял хастарĕсем Леонид Николаевичпа Римма Павловна ?Михайловсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Мăкăрти 8 çул вĕренмелли шкулта ачасене вĕрентнĕ/ тата ялти клуб заведующийĕ Вероника Иванова йĕркелесе пыраççĕ. Салтаксене тĕрлĕ енлĕ пулăшас текенсем ыйтупа вĕсем патне тухма пултараççĕ.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *