Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ лавкка уçнă

Çĕнĕ лавкка уçнă

Пратьякас Енĕш ялĕнче Канашри райпо çĕнĕ лавкка уçнă.

Çак савăнăçлă пулăмпа вырăнта пурăнакансене Чăваш Республикин потребительсен обществин союзĕн председателĕ Валерий Павлов тата округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламланă. Ял халăхĕ тахçантанпах кĕтнĕ суту-илÿ çуртне рабочисем виçĕ уйăхра хăпартса хута яма пултарнă.

Канашри райпо председателĕ Валентина Козлова пĕлтернĕ тăрăх, лавккана çынсене кирлĕ мĕн пур таварпа туллин тивĕçтернĕ, ялта пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илсе ассортимента тата та пуянлатса пырĕç.

Пратьякас Енĕш ялĕнчи çĕнĕ лавккана 2021-2025 çулсем валли пăхса хăварнă комплекслă аталану программипе килĕшÿллĕн çĕкленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *