Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

Юнкун Канашри муниципаллă округра черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Ял-салара пурăнакансемпе тĕл пулма Шупашкартан Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин килсе çитнĕ.

Администраци çуртĕнче округ пуçлăхĕпе Сергей Михайловпа информаци кунĕнчи тĕп темăсене сÿт-се явнă хыççăн ушкăн ертÿçисем çула тухнă. Хальхинче вĕсем ялта пурăнакансемпе килес çулхи коммуналлă тÿлев тарифĕсен индексацийĕ пирки, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси тата çулсене хĕллехи вăхăтра йĕркере тытса тăрасси çинчен калаçнă.

Çавăн пекех çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă. Вĕсен йышĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă салтак арăмĕ те пулнă, хĕрарăм çар çыннисен çемйине патшалăх енчен кÿрекен çăмăллăхсем çинчен ыйтса пĕлнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *