Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăра ĕçлесе пурăнакан хĕрĕх ытла çемьене çурт-йĕр сертификачĕсем панă.
Социаллă тÿлеве тивĕçнисен хушшинче Канаш тăрăхĕнчен икĕ çемье пулнă. Савиновсем — Вăрăмпуç тăрăхĕнче, Федоровсем вара Вăтакас Кипеч ял территорийĕнче пурăнаççĕ.
Сертификатпа усă курса вĕсем хăйсем тĕллĕн çурт хăпартма е хатĕррине туянма пултарĕç. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма асăннă çемьесене «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программи пулăшĕ.