Главная > Публикации > Кану вырăнĕ кăçал хута кайĕ

Кану вырăнĕ кăçал хута кайĕ

Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата унăн çумĕ Валерий Чернов «Цивилизация» эко-гостиница комплексăн стройкипе паллашнă.

Çут çанталăкри илемлĕ кану çурчĕсем Кĕçĕн Çавал юхан шывĕ хĕрринче çĕкленеççĕ. Хыр вăрманĕ хушшинче вырнаçнă кану комплексĕн лаптăкĕ пĕтĕмпе 26 гектар йышăнать. Ăна хута ярассипе «Честери» фирма ĕçлет. Проект хакĕ 700 миллион ытла тенкĕпе танлашать, ăна пурнăçа кĕртме «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» тĕллевлĕ Наци проекчĕ пулăшать.

Подрядлă организацин ертÿçи Владислав Латышев пĕлтернĕ тăрăх, эко-гостиница комплексĕ кăçал раштав уйă- хĕнче хута каймалла. Кану вырăнĕнче пĕтĕмпе 86 модуллĕ объект çĕкленĕ, вĕсенчен пĕр пайĕ йывăçсем çинче пулĕ. Канма килекенсене хăтлă 119 номерте вырнаçтарĕç. Палăрт- нă ĕçсем графикпа килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Кану вырăнĕ хăнасене йышăнма пуçласан унта таврара пурăнакан 100 ытла çын валли хушма ĕç вырăнĕсем пулĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *