Воскресенье, 16 июня, 2024
Главная > Публикации > Техникăна хÿтĕлемеллитетел çыхаççĕ

Техникăна хÿтĕлемеллитетел çыхаççĕ

Уçырма ялĕнче пурăнакан хастарсем ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлессипе пысăк тÿпе хываççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем техникăна хÿтĕлемелли тетел çыхаççĕ.

Хĕрарăмсем кунсерен ирхине сакăр сехетрен пуçласа каçхине тăватă сехетчен ялти клуба çÿреççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне улăштарса тăраççĕ, çавна май культура учрежденийĕнче вăтамран тăтăшах вунă çын тăрăшать.

Пархатарлă ĕçе ялти шкулта тата ача садĕнче ĕçлекенсем те хастар хутшăнаççĕ, пĕр сăмахпа каласан, пĕри те айккинче тăрса юласшăн мар. Пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Лилия ТИХОНОВА

Уçырма ялĕн старости

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *