Муниципаллă округра пурăнакансем «Аслисем — ачасене» ыр кăмăллăх акцине хастар хутшăнаççĕ. Вăл çитĕнекен ăру валли воспитанипе вĕренÿ инфраструктурине аталантарас ĕçе тÿпе хывма хатĕр çынсене пĕрлештерет.
Уçырма территори уйрăмĕнче чи пĕрремĕш çак акцие Уçырма ялĕнче пурăнакан Валерий Иванов хутшăннă. Унăн тĕслĕхĕ ыттисене те активлă пулма хавхалантарать.
Аса илтеретпĕр, ку акци Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун старт илнĕ. Унта предприятисемпе организацисем, депутатсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, волонтер отрячĕсем тата ахаль çынсем хутшăнма пултараççĕ.
Пуçтарăннă укçа-тенкĕпе «Урожай» стадионти ача-пăча лапамне тĕрлĕ хатĕрсемпе пуянлатма планлаççĕ.