Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Улатăр тăрăхĕнчи 43 çулти арçын вăй пĕтнине, кăкăрĕ тĕлĕнчен ыртанине туйнă.
Тăрук сывлăш çитме пăрахнă, сивĕ тар тапса тухнă. Арăмĕ часрах васкавлă медпулăшу чĕннĕ.
Унăн инфаркт иккен. Ăна Улатăрти тĕп больницăна илсе çитернĕ. Пациент хăйне япăх туйнă. Çитменнине, вăл чĕре чирĕпе унччен те аптăракаланă. Тухтăр ăна Регионти юн тыма- рĕсен центрне леçме йышăннă.
Пациента Шупашкара, Республикăри клиника больницине, санавиаципе илсе çитернĕ. Халĕ арçын хăйне йĕркеллех туять.