Ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем Кушăк ялĕнче пурăнакан Анатолий Петрова лайăх пĕлеççĕ.
Вăл малти линие кашни уйăхра тенĕ пекех гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса ăсатать.
Волонтер йышăну пунктне хальхинче 33-мĕш хут пынă, хăйĕнпе пĕрле генераторсем тата ăшă атăсем илсе килнĕ. Аса илтеретпĕр, Анатолий Петров çак пархатарлă ĕç валли кашни уйăхрах хăйĕн çур пенсине уйăрса пырать.

