Çулсерен, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн, «Едина Россия» парти «Ачана шкула пуçтар» акци йĕркелесе ирттерет.
Çак тапхăрта унăн хастарĕсем нумай ачаллă, сахал тупăшлă тата ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксен çемйисенче ÿсекен ачасене шкул хатĕрĕсем туянса параççĕ.
Вăрттăнлăх мар, ачана шкула кайма пуçтарса хатĕрлесси ашшĕ-амăшĕшĕн _ чи пĕлтерĕшлĕ самант. Воронцовсем патне çак кунсенче Александр Александров депутат пырса кайнă. Хулари 7-мĕш шкулта вĕренекен Каринăпа Ольга валли ручка-тетрадь тата канцеляри хатĕрĕсем парса хă- варнă. Хĕрсем парнепе кăмăллă юлнине палăртнă.

