Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Путма пуҫланӑ ачана ҫӑлнӑ

Путма пуҫланӑ ачана ҫӑлнӑ


Шупашкарта 17 ҫулти пике шыва путма пуҫланӑ арҫын ачана ҫӑлса хӑварнӑ.
Хӗрача пӗлӗшӗпе хулари Ботаника пахчипе уҫӑлса ҫӳренӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне хӗрарӑмсем пырса пулӑшма ыйтнӑ. Вӗсем пӗвене икӗ арҫын ача кӗрсе кайнине, вӗсенчен пӗри теприне унтан тухма пулӑшма хӑтланни ҫинчен пӗлтернӗ.
17-ри Александра Железина пӗр шухӑшласа тӑмасӑр пӗве патне ыткӑннӑ. Ӳкнӗ йывӑҫ тӑрӑх арҫын ача патне шуса пырса ӑна курткинчен ярса илсе ҫыран хӗрне туртса кӑларнӑ.
Арҫын ачасем пӗве хӗрне пулӑ тытма кайнӑ, вӑлта шыва кайсан ӑна туртса кӑларма хӑтланнӑ. Анчах хӑй те шыва анса кайнӑ. Тантӑш тусӗ ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, вӑй ҫитереймен.
Александра Железина В.М. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти олимп резервӗн училищинче вӗренет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *