Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей ВКСĕн инçет авиацийĕн авиаци полкĕн командованийĕпе тĕл пулнă.
Полкăн Чăваш Енпе хăйне евĕр çыхăну, унта пирĕн ентешсем службăра тăраççĕ. Республика çар çыннисене яланах тата пур енлĕн пулăшса тăрать. Чăваш Енре пурăнакансем гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлеççĕ, маскировка сеткисем çыхаççĕ, салтаксене çырусем çырса хавхалантараççĕ тата ытти те
Регион ертÿçи Олег Николаев тĕлпулу вăхăтĕнче полк валли дронсен детекторне, тепловизор прицелĕ, дизель генератор тата квадроцикл парса янă. Тĕлпулу вăхăтĕнче инçет авиацийĕн пĕр çар самолетне пирĕн республика ятне — «Чувашия» — парассине те сÿтсе явнă. Çакă çар чаçĕпе республика хушшинчи çыхăнăва тата та çирĕплетĕ.
«Çакă пысăк хисеп. Республика ячĕпе хисепленекен самолет вĕçеве тухассипе мăнаçланатăп. Çак ятра Чăваш Енре пурăнакансемпе çар çыннисем Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçе пĕрле хывакан пысăк тÿпе палăрса тăрĕ», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

