Канаш тăрăхĕнче вырма малалла пырать. Округăн ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакан специалистсем вăл экватора çитнине палăртаççĕ.
Оперативлă кăтартусем тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9488 гектар çинче пуçтарса кĕртнĕ, çĕнĕ тухăçа 32260 тонна çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 34,1 центнерпа танлашнă.
Вырма ĕçĕпе пĕрлех ял хуçалăх предприятийĕсем кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлессипе те тимлеççĕ. Паянхи куна çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе 3000 ытла гектар çинче туса ирттернĕ. Кĕрхи рапса 630 гектар çинче, кĕрхи тулла вара 140 гектар çинче акса хă- варнă. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.

