Пушкин картти проекта пуçарнăранпа кăçал 5 çул çитнĕ. Республика унпа мĕнле ĕçлени çинчен регионăн культура министрĕ Светлана Каликова паллаштарнă.
Паянхи кун Пушкин картти проекта Чăваш Енри 99 культура учрежденийĕ хутшăнать, 92-шĕ – патшалăхăн тата муниципалитетсен, 7-шĕ – уйрăм çынсен.
Республика Пушкин карттипе ачасемпе çамрăксене тивĕçтерессипе Раççейре пĕрремĕш вырăнта, унпа çитĕнекен ăрăвăн 74,9 проценчĕ усă курать. Проекта пуçарнăранпа Чăваш Енре çак карттăпа 1,7 миллион билет сутнă, пĕтĕмпе 670 миллион ытла тенкĕлĕх. Çак цифрăсен тĕп пайĕ – театрсен ĕçĕн кăтартăвĕ. Министр Вырăс драма, Оперăпа балет театрĕсем, филармони ăнăçлă ĕçленине палăртса хăварнă.

