Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Çула асфальт сарса  çĕнетнĕ

Çула асфальт сарса  çĕнетнĕ

Канаш хулинчи Чернышевский урамĕнче асфальт çула çĕнетнĕ.

Унăн тăршшĕ 1 километр та 844 метрпа танлашать. Ăна йĕркене кĕртме 21 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă. Хальхи вăхăтра специалистсем асăннă çула хак парса йышăнас енĕпе ĕçлеççĕ.

Рабочисем муниципаллă контрактпа килĕшÿллĕн асфальт çулăн çиелти сийне сÿсе илнĕ, асфальтпа бетон хутăшĕпе усă курса çула якатнă, вĕри асфальт хунă, çул айккисене вакă чул сарса çирĕплетнĕ, автомашина хăвăртлăхне чакарма пулăшакан хатĕрсем вырнаçтарнă. Яка çулпа халĕ автотранспорта çÿреме меллĕ, вăл çул-йĕр çинче пулма пултаракан хăрушлăха чакарма пулăшать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *