«Ниме — халăх бюджечĕ» проект Канаш тăрăхĕнче ăнăçлă ĕçлесе пырать. Çынсем çак тĕллевлĕ программăна хутшăнса тĕрлĕ объект хута яраççĕ. Урам хушшисене çул сарса якатаççĕ, кÿлĕ-пĕвене юшкăнтан тасатаççĕ, ача-пăча лапамĕ йĕркелеççĕ тата ытти те.
Тăрăн ялĕнче, сăмахран, ял хастарĕсем «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа усă курса ял масарне карта тытса çавăрнă. Пĕрлехи ĕçе пурнăçа кĕртме патшалăх енчен те курăмлă пулăшу пулнине палăртса хăвармалла.
Аса илтеретпĕр, республикăри ялсемпе хуласен сăн-сăпатне ырă енне улăштарма пулăшакан тĕллевлĕ программа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе пурнăçа кĕрсе пырать.

