Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çитĕнекен ăрушăнырă тĕслĕх вырăнĕнче

Çитĕнекен ăрушăнырă тĕслĕх вырăнĕнче

Мăкăр ялĕ хисеплĕ те ĕçчен çемьесемпе пуян. Вĕсем çитĕнекен ăрушăн кашниех ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Çур ĕмĕр ытла алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне ăнланса тăнăç пурнăçпа киленекенсем те сахал мар. Паян хаçат тусĕсене Мурашкинсен çемйипе паллаштарас терĕм.

Мария Петровнăпа Моисей Самойлович пурнăç çулĕпе 58-мĕш çул пĕрле килĕштерсе утаççĕ. Вĕсем виçĕ хĕре кун çути парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун тăватă мăнукпа савăнса пурăнаççĕ.

Моисей Самойлович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Канаш хулинчи 4-мĕш автобазăра водитель пулса ĕçленĕ. Мария Петровна Канашра почтăра тăрăшнă, ял-йыша ырă хыпарсемпе савăнтарнă.

Çак кунсенче Мурашкинсен çемйинче савăнăçлă пулăм пулса иртрĕ. Мария Петровна 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сумлă çуралнă кунпа саламлама ăна ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем те килсе çитрĕç.

Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнĕ уяв кĕрекине пуçтарăннă çынсене чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Ушкăн ертÿçи Вероника Иванова ялти хисеплĕ çынна ял-йышран илемлĕ пысăк картина тата чĕрĕ чечек парнелерĕ, ăшă сăмахсем каласа кăмăлне çĕклерĕ.

Тарават кил хуçисем те парăмра юлмарĕç, вырăнти артистсене сĕтел хушшине лартса хăна турĕç.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *