Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Фестиваль асра юлмалла иртнĕ

Фестиваль асра юлмалла иртнĕ

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи Шĕнерпуç территори уйрăмĕнчи Хыркасси ялĕнче Пĕрремĕш çырла фестивалĕ иртнĕ.

Унта декоративлă ÿсен-тăран, сад культурисем çитĕнтерекен, вĕсене апатлантармалли минерал удобренийĕпе, сăтăрçăсемпе кĕрешмелли хими препарачĕпе, хунав-тĕмпе, вăрлăхпа тивĕçтерекен организацисем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем, Шупашкар хулипе муниципалитет округĕнче пурăнакансем хутшăннă.

Фестивале ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та пырса курнă. Павильонсене кĕрсе республикăра туса илекен çырла тата унран хатĕрленĕ продукци тĕслĕхĕсене тишкернĕ, çак мероприяти ялти ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшне кăтартса пани çинчен каланă. «Тăватă çул каялла эпир çырла çитĕнтерессине аталантарма шутларăмăр, Ял хуçалăх банкĕпе пĕрле фермерсен шкулне пуçарса ятăмăр. Кĕске хушăра туса илмелли технологине алла илсе ÿстерекен çырласен ассортиментне анлăлатма май килчĕ. Фестивалĕн тĕллевĕ — çак опыта пĕрлештересси, аталанура çĕнĕ шая тухасси, республикăн туризм илĕртÿлĕхне ÿстересси», — палăртнă вăл. Çавăн пекех Олег Николаев хăй тĕллĕн ĕçлекенсен статусне туса килти хушма хуçалăхра тăрăшакансене Чăваш Республикин Правительстви пулăшса пыни, çырла çитĕнтерессипе çыхăннă проектсене «Перспектива» тата «Агростартап» грантсем урлă укçа-тенкĕпе тивĕçтерни çинчен каланă. Унсăр пуçне çĕр çырли çитĕнтерекенсем валли çĕнĕ пулăшу форми пур: вĕсен тăкакĕсен 80 процентне саплаштараççĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 2019 çултан пуçласа çырла çитĕнтерекенсене грантсем пама пуçланă. Çак хушăра 23 фермер пурĕ 82 миллион тенкĕлĕх субсиди илнĕ.

Фестивалĕн чи пĕлтерĕшлĕ лапамĕсенчен пĕри лектори пулнă. Унта экспертсем çырла ÿстерессинчи вăрттăнлăхсемпе паллаштарнă. Вĕсен йышĕнче — Çырла союзĕн генеральнăй директорĕ Ирина Козий, сад центрĕн генеральнăй директорĕ Вера Глухова, «Слободские ягодники» организацин ?Калуга облаçĕ/ генеральнăй директорĕ Марк Стрела, «Зарядье» паркăн садпа парк ĕçĕн уйрăмĕн ертÿçи Игорь Сафиуллин, тĕкĕлтура ĕрчетес енĕпе ĕçлекен «Бамблби Компани» компанин представителĕсем, «ЮГПОЛИВ КОРОЛЕВ АГРО» ОООн коммерцилле директорĕ Владимир Крючков тата ыттисем те.

Фестивале Канаш муниципаллă округĕн делегацийĕ те хутшăннă. Вĕсем хăйсен продукцийĕпе паллаштарнă, паха опыт илнĕ, фестиваль питĕ илемлĕ те асра юлмалла иртнине палăртнă.

Питомниксен ертÿçисем, сад ĕрчетекенсем тата фермерсем 17 чатăрта хăйсен продукцине презентациленĕ. Çавăн пекех варени, икерчĕ тата çырла десерчĕсем пĕçерес енĕпе ăсталăх класĕсем иртнĕ. Çырла çитĕнтерес тата унран тĕрлĕ продукци хатĕрлес енĕпе чи ăнăçлăн ĕçлекенсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă.

Наталья КАЛАШНИКОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *