Трактор историйĕн музейĕ çĕнĕ экспонатпа пуянланнă. Хăй вăхăтĕнче ПКТ-2 путепрокладчикпа Раççей МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕнче усă курнă.
20 тонна йывăрăш вăл. МАЗ-538 çинче никĕсленнĕскерпе çул çук çĕрте çул тума питĕ меллĕ пулнă. Вăл каялла та яланхи хăвăртлăхпах кайма пултарать, хăвăртлăхĕ сехетре 45 километра çитет, кăткăс вырăнсене парăнтарассипе гусеницăллă техникăран юлмасть.
ПКТ-2 пулăшнипе 25 сантиметр диаметрлă йывăçсене те ӳкернĕ. Унпа тункатасене туртса кăларнă, капламсене тасатнă.

