Уҫӑ сывлӑшра тӳлевсӗр кино кӑтартнӑ.
Сеанс ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехетре Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче пуҫланнӑ. Экран ҫинче «Чебурашка 2» фильм курма май пулнӑ. Ӑна республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Чӑваш Енри хаваслӑ ҫулла» проекчӗпе тата «Шупашкар КиноҪулла» фестивальпе килӗшӳллӗн тӳлевсӗрех кӑтартнӑ.
Ҫемьепе курма питӗ аван пулнӑ.

