Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Тăрă шыв çине кăларнă

Тăрă шыв çине кăларнă

Канашра çул çитмен виçĕ çамрăка террористсен Раççейре ĕçлеме чарнă организацийĕн ĕçне хутшăннăшăн тытса чарнă.

Преступление Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ Следстви комитечĕн тата ШĔМ сотрудникĕсемпе пĕрле оперативлă шырав мероприятийĕсем йĕркеленĕ май тăрă шыв çине кăларнă.

2009-2011 çулсенче çуралнă виçĕ çамрăк тĕлĕшпе УК 205.5 статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Следстви версийĕпе килĕшӳллĕн çак çамрăксем кăçалхи ака-çĕртме уйăхĕсенче интернет сечĕпе усă курнă май киревсĕр юхăм идеологийĕпе çывăхланнă. Вĕсем социаллă сетьсен пĕринче террористсен ĕçне пропагандăлакан видеоматериалсем вырнаçтарнă, çавăн пекех Канаш хулинчи çуртсен фасачĕсем çине çав организаци символикине пĕрре кăна мар ӳкернĕ.

Фигурантсем тĕлĕшпе хальлĕхе килти арест мелĕпе усă курнă. Вăй тытăмĕсем республикăра пурăнакансене, чи малтан ашшĕ-амăшне ачисем интернет анлăшĕнче хăйсене мĕнле тытнине тимлĕ сăнаса тăмалли çинчен асăрхаттараççĕ. 205.5 статьяпа çыхăннă яваплăх 14 çултанах пуçланать. Çак статья санкцийĕ хаяр – унпа айăпланнисене 10-20 çуллăхах ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Çул çитменнисене преступлени тума явăçтарни те çирĕп уголовлă яваплăхпа çыхăннă. ФХС управленийĕ граждансенчен çамрăксен хушшинче терроризм идеологине сарнипе çыхăннă тĕслĕхсем çинчен пĕр тăхтамасăр евитлеме ыйтать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *