Сентябрӗн 13-мӗшӗнче Анна Михайловна Тарзанова 100 ҫула ҫитнӗ. Анна Михайловна – тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Унӑн шӑпи – пысӑк йывӑрлӑхсемпе тата пысӑк ҫитӗнӳсемпе тулнӑ самана тапхӑрне уҫӑмлатать. Вӑл Ленинград облаҫӗнчен пулнӑ, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех питӗ пысӑк йывӑрлӑхсене тӳссе ирттрнӗ. Бомбӑсем пӑрахнине, ҫунтарса янӑ ялсене курнӑ, выҫлӑхпа сивӗ мӗнне пӗлнӗ.
1942 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче Анна Михайловнӑна Чӑваш Республикине эвакуациленӗ. Унтанпа унӑн пурнӑҫӗ Канаш хулипе ҫыхӑннӑ. 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл райфора ӗҫлеме пуҫланӑ, каярахпа ҫамрӑк хӗр ВРЗ-на ӗҫе вырнаҫнӑ. Унта вӑл нумай профессие алла илнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва Анна Михайловна аптекӑран тухнӑ, анчах ун хыҫҫӑн та ӗҫлеме пӑрахман. 75 ҫула ҫитиччен вӑл пӗр уйрӑм организацире тӗп бухгалтер пулса ӗҫленӗ.
Анна Михайловна мӑшӑрӗпе пӗрле виҫӗ ача ӳстернӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани панӑ, йӗркеллӗ ҫынсем туса ҫитӗнтернӗ. Паян юбиляра тӑванӗсен юратӑвӗпе хӳтти хупӑрласа тӑрать – ҫакӑ пурнӑҫра чи хакли.
«Анна Михайловна, сире 100 ҫул тултарнӑ ятпа чӗререн саламлатпӑр! Ҫирӗп сывлӑх, чун ӑшши, савӑнӑҫ тата ырлӑх сунатпӑр. Кашни кун ҫывӑх ҫыннӑрсен тимлӗхӗпе, ҫутӑ самантсемпе тултӑр», – тенӗ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Владимирова юбиляра ӑшшӑн саламланӑ май.

