Энтрияль территори пайӗнче пуҫаруллӑ бюджет механизмӗпе вырӑнти инфратытӑма хастар аталантарасси малалла пырать. Кӑҫал унта «НИМЕ – Халӑх бюджечӗ» программӑпа 6 проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ, вӗсене ял ҫыннисем хӑйсем йышӑнса хӑварнӑ.
Туса пӗтернӗ объектсенчен пӗри – Энтриялӗнчи культура ҫурчӗ патӗнчи пусӑ. Проект хакӗ 213 пин тенкӗпе танлашнӑ. Республика бюджечӗ пулӑшнипе тата вырӑнти халӑх айккинче юлманнипе ялти пӗлтерӗшлӗ вырӑна юсаса йӗркене кӗртме пултарнӑ.
Ытти пилӗк проект пурнӑҫа кӗртмелли тӗрлӗ тапхӑрта, вӗсем общество вырӑнӗсене лайӑхлатма тата кулленхи пурнӑҫӑн хӑтлӑхне ырӑ енне улӑштарма пулӑшӗҫ. Пуҫарусене пурне те пӗлтерӗшне кура конкурс витӗр кӑларнӑ пулнӑ.
«НИМЕ – Халӑх бюджечӗ» программа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланать. Ял ҫыннисем хӑйсен территорине аталантарма тӳрремӗнех витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Заявкӑсем хатӗрлеме хутшӑнаҫҫӗ, ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗслеҫҫӗ. Палӑртнӑ ӗҫ патне ҫакӑн пек пыни питӗ кирлӗ, вӑл тунӑ тата туса пыракан инфратытӑма сыхласа хӑварассине тивӗҫтерет.

