Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен 20-мӗшӗччен пынӑ суйлавра 551 пин те 166 ҫын хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ.
Уйрӑмах хастаррисем – Елчӗк, Патӑрьел, Красноармейски, Комсомольски, Пӑрачкав округӗсем. Инҫет меслетпе сасӑлассине 160 пин те 340-ӗн суйланӑ.
Участоксенче 8 пин ытла комисси пайташӗ ӗҫленӗ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем шута илмен.

