Июль уйӑхӗнчи индексацие октябрь уйӑхне куҫарнӑ.
Хуласенче пурӑнакансемшӗн электроэнерги 1 кВт/ч – 5,03 тенкӗрен 5,60 тенкӗ таран, ял ҫыннисемшӗн – 3,52 тенкӗрен 3,92 тенкӗ таран хак- ланать. Газ хакӗ куб. м. – 8,30 тенкӗрен 9,11 тенкӗ таран ӳсет.
Коммуналлӑ хытӑ каяшсемпе усӑ курнӑшӑн илекен тӳлев нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансемшӗн – 139,55 тенкӗ, уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансемшӗн 149,85 тенкӗ пулать.
«Чӑваш Республикинче ку енӗпе ятарлӑ политика ӗҫлет, вӑл пӗр харӑсах республикӑра пурӑнакансен тата ресурспа тивӗҫтерекен организацисен интересӗсене те шута илет. Специалистсем хак панӑ тӑрӑх, паян республикӑра, федерацин Атӑлҫи округӗнчи ытти регионсемпе илес пулсан, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен чи пӗчӗк тарифӗсене палӑртнӑ», – пӗлтернӗ тарифсем енӗпе ӗҫлекен служба ертӳҫи Сергей Егоров.
Паян Чӑваш Енре коммуналлӑ хытӑ каяшсемпе усӑ курнӑшӑн чи пӗчӗк тӳлеве шута илнӗ. Ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакансем газшӑн, ӑшӑпа тивӗҫтернӗшӗн (ПФО-н 14 субъекчӗ хушшинче 13-мӗш вырӑнта), электричествӑпа тивӗҫтернӗшӗн (12-мӗш вырӑнта) тата шывпа тивӗҫтернӗшӗн (11-мӗш вырӑнта) сахалтарах тӳлеҫҫӗ. Вӗри шывпа тивӗҫтерессипе – 10-мӗш вырӑнта, водоотведенипе ПФО-ра 9-мӗш вырӑн йышӑнать.
Сергей Егоров шутланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче уйрӑм мелпе ӑшӑтмалли 54 тӑваткал метрлӑ хваттерте пӗччен пурӑнакан ҫын валли коммуналлӑ тӑкаксем вӑтамран 626,14 тенкӗ чухлӗ ӳсеҫҫӗ. Тӳлевӗн пӗтӗмлетӳ укҫи усӑ куракан пулӑшусен калӑпӑшӗнчен, пурӑнакансен шутӗнчен тата ҫурт-йӗр лаптӑкӗнчен килет.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ӑшӑпа тивӗҫтересси ценовая зона мелӗпе ӗҫлет. Чӑваш Енри патшалӑх служби тариф тӑрӑх ӑшӑ энерги хакӗн виҫеллӗ шайне палӑртать, анчах фактри хакӗ унран чылай йӳнӗрех пулать, ҫавӑнпа тӳлев сахалрах процентпа ӳсет.
2026 ҫулта коммуналлӑ тарифсене индексацилесси икӗ тапхӑрпа иртет. Январӗн 1-мӗшӗнче вӗсем НДС ставкине улӑштарнипе улшӑннӑ, иккӗмӗш тапхӑрӗ – октябрӗн 1-мӗшӗнче.
Граждансен уйрӑм категорийӗ ЖКУ-шӑн тӳлеме социаллӑ пулӑшу илме пултарать. Ҫӑмӑллӑх ыйтма вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайне каймалла, ку енӗпе МФЦ е «Госуслуги» порталпа та усӑ курма пулать.
Хамёр инф?

