Чӑваш художникĕ Полина Маркова мӑн асламӑш туприне тĕпе хурса Санкт-Петербург- ра курав уҫнӑ.
Тӑванĕ – Канаш тӑрӑхĕнчи Аслӑ Мами ялĕнче 1886-мĕш ҫулта ҫуралнӑ Федосия Васильева. Унӑн тĕрленĕ ал шӑллийĕсем, сĕтел ҫиттийĕсем хавхалантарнӑ та ӑна. Кивĕ тĕрĕри чечеклĕ ҫынсем уйрӑмах кӑмӑлне кайнӑ.
Курав «Пушкинская, 10» лапамра юпа уйӑхĕн 4-мĕшĕччен ĕҫлет.

