Понедельник, 2 декабря, 2024
Главная > Публикации > Йăла-йĕркене çирĕп тытса пыраççĕ

Йăла-йĕркене çирĕп тытса пыраççĕ

Йĕкĕт салтака кайнă чухне ашшĕ-амăшĕн килĕнче тăванĕсем, кÿршĕ-арши тата юлташĕсем пуçтарăнаççĕ. Вĕсем купăс кĕввипе такмак каласа ташлаççĕ. Амăшĕ ывăлĕн хулпуççи урлă тĕрленĕ ал шăлли çакса ярать, çумĕнче — ял каччисем. Пулас салтака хĕсмете чыслă, пысăк хисеп туса, тăванĕсем тăрăх çÿретсе, пил парса ăсатаççĕ.
Пÿртрен тухас умĕн çамрăксем карталанса тăрса салтак юрри тăсса яраççĕ, унтан урама тухаççĕ. Салтак хăйĕн тăванĕсене çăкăр-тăваршăн тав туса ăсату каçне пыма чĕнсе хăварать.
Ăсату йĕрки вăхăт иртнĕ май улшăнса пырать. Хĕсметре пулнă ватăсем унчченхипе танлаштараççĕ те хальхи пил сăмахĕсем кăшт урăхларах пулнине палăртаççĕ.
Амăшĕ салтака каякан юратнă ывăлĕ каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килтĕр тесе кĕлĕ тунă, пил панă. Пăтă пĕçернĕ, çăкăр пуçланă, унăн сăмсине упрама хунă. Çавăн пекех сĕтел тавра çаврăннă, çул çине укçа тата тум парса янă, яш уй хапхи тĕлĕнче ялпа уйрăлнă. Ĕлĕкрех çак ĕçсене пурнăçламасăр пĕр йĕкĕт те салтака тухса кайман.
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ямаш ялĕнче пурăнакансем Андрей Семенова салтак юрри юрласа ăсатрĕç. Купăс кĕввине «Ямаш ен» фольклор ушкăнне çÿрекен Иван Семенов каларĕ.
Салтак пурнăçĕ çăмăл мар, унăн тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулма тивет. Хĕсметрен тăван яла Андрея тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме ăнăçу сунатпăр.

Людмила КОНСТАНТИНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *