Понедельник, 2 декабря, 2024
Главная > Публикации > Ял пурнăçне тăнăç аталантарасшăн

Ял пурнăçне тăнăç аталантарасшăн

Сухайкасси ял тăрăхне 2015 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа Павел Юрьевич Семенов ертсе пырать. Ку ялта 1459 çын пурăнать.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти халăхăн нушине ăнланса ăна татса пама тăрăшать, бюджет укçи-тенкине перекетлĕ те кирлĕ пек усă курать, çынсен пуçарăвне шута илет тĕк — ăна пушшех те хисеплеççĕ. Сухайкасси тăрăхĕнче ку тĕлĕшпе вырăнта мĕнле ĕçленине хамăр куçпа курса хаклама пулать. Пĕр ÿстермесĕр калатăп, кунта кашни çулах пысăк калăпăшлă ĕçсем тăваççĕ, ÿлĕмрен пурнăçламалли плансем те тÿрремĕнех ял пуласлăхĕпе çыхăннă.
Урамсенче çутă. Сухайкасси районта чи малтан «çутта тухнă» ялсенчен пĕри тесен те тĕрĕсех. Кунта урамри çутă хатĕрĕсем çине энергие перекетлеме пулăшакан диодсем вырнаçтарнă. 2015 çул вĕçне урамсенче пĕтĕмпе те 18 лампа кăна çуннă пулсан 2017 çул вĕçĕнче 318 лампа çутнă. Паянхи куна ялти 10 урамран 96 процентĕнче каçхи вăхăтра çутă. 2019 çул вĕçленнĕ тĕле ку кăтартăва 100 процент пурнăçлама тĕллев лартнă.
Киле çити такăр çулпа. Çул-йĕр ыйтăвĕ кирек хăш саманара та çивĕч тăнă. Паян та чи кирлисенчен пĕри. Халĕ кашни килте тенĕ пек икĕ-виçĕ çăмăл машина, хуçалăхра усă курмалли техника хатĕрĕсем… Вĕсемпе тикĕс çул тăрăх çÿреме меллĕ. Çулсем йĕркеллĕ пулсан ял та типтерлĕрех, илемлĕрех.
Ялти пуçару ушкăнĕпе ял администрацийĕ килĕштерсе ĕçленипе урамри çулсен 87 процентне вак чул сарса якатнă. Бюджет укçи-тенкине усă курмасăр 10 тонна асфальт туянса 300 метр çул çинчи лакăм-тĕкĕме сапланă.
Транспорт хатĕрĕсен çул çинчи хăвăртлăхне чакарма «çул çинчи полицейски», 4 çул-йĕр палли вырнаçтарнă. Смета хакĕ 76 пин тенкĕ. Укçа-тенкĕ çитменнипе ĕçсене субботник мелĕпе пурнăçланă. Унта ял администрацийĕн, клуб, библиотека ĕçченĕсем хутшăннă.
Ял тăрăхĕнче çулталăк тăршшĕпех тем тĕрлĕ конкурс иртет. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх мала тухнă урам пысăк парнене _ укçан премие тивĕçет. Акă, сăмахран, вырăнти мĕнпур конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтернĕ Мурзыван урамĕ иртнĕ çул 160 пин тенкĕ тивĕçнĕ. Вырăнти бюджетран уйăрнă укçана çак урамра пурăнакансем 15 машина вĕтетнĕ чул (щебень) туянса çул сарнă. Йывăç лартса парк тума 300 метр карта тытнă. Çамрăксен урамĕ 50 пин тенке тивĕçнĕ. Унпа виçĕ машин чул, 32 пин тенкĕлĕх пăрăхсем, профиль, тимĕр штакетниксем туяннă. Çĕнĕ урамра та çул юсанă. Çавăн пекех ялта чултан 700 метр тротуар сарнă. Ача-пăча площадкисем валли хăйăр кÿрсе килнĕ. Çак конкурсрах иккĕмĕш вырăна тухнă Çамрăксен урамĕ…
2017 çулта Мурзыван урамĕ республика конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăнса 30 пин яхăн суммăна тивĕçнĕ. Сăмах май, урам старостисен (Вĕсем ялти кашни урамăнах пур, ял старостипе канашласа ĕçлеççĕ) черетлĕ ларăвĕнче
брусчатка çапма вибросĕтел тума йышăннă. Брусчаткăн пĕр тăваткал метрĕ пасар хакĕпе 500 тенке ларать пулсан, Сухайкассисем ăна вырăнта тусан — 70 тенке. Çапла майпа вĕсем хăйсемех брусчатка çапса ялта тротуар сарма пултараççĕ.
Шыв пурри ырлăх. Çуллахи шăрăх çанталăкра ял таврашĕнче таса кÿлĕ е пĕве пурри пуриншĕн те ырлăх. Ача-пăча та, çитĕннисем те шыва кĕрсе савăнаççĕ. Хур-кăвакала, выльăхсене те шыв питĕ кирлĕ. Пушар-мĕн тухас пулсан пушар машини валли шыв илмелли пĕвене юсаса йĕркене кĕртнĕ, çыран хĕррине пирс вырнаçтарнă.
Унсăр пуçне пĕлтĕр сухайкассисем пысăк йышпа — 80 ытла çын хутшăннă — субботник ирттерсе ял хушшинчи пĕвене тĕпĕ-йĕрĕпе тасатса халăха шыва кĕмелли тата канмалли питĕ илемлĕ вырăн тунă. Çыран хĕррине тикĕслесе хă-йăр сарнă, профнастилран хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем вырнаçтарнă. Шыв çийĕ бассейн евĕрех: ишмелли çулсем пур. Шыв тĕпне аквалангистсем тĕрĕсленĕ.
Культура тивĕçлĕ шайра. Сухайкасси ял тăрăхĕнче культура ыйтăвне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялти Культура çурчĕ те, ун таврашĕ те илемлĕ. Пуçаруллă (е ниме) бюджет программипе пĕлтĕр çуртăн иккĕмĕш хутне хăпартнă (смета хакĕ 400917 тенкĕ). Пĕрремĕш хутĕнче клуб, библиотека вырнаçнă, иккĕмĕш хутра — антикафе. Антикафере çамрăксем шашка-шахматла, сĕтелçи теннисла выляма, тÿлевсĕр интернетра хăйсене кирлĕ информаци тупма, кĕнеке вулама, вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Культура çуртĕнче фотозона йĕркеленĕ. Тĕрлĕ темăпа сăн ÿкерчĕксем тăвасси паян модăра. Илемлĕ фотосене социаллă сетьсене вырнаçтарма та кăмăллă.
Сухайкассинче тĕрлĕ уяв мероприятийĕ йĕркелесе ирттернĕ çĕре ял çыннисем те хастар хутшăнаççĕ. Пĕрлехи ĕç вара чылай чухне çĕнтерÿ тума май парать. Акă 2016, 2018 çулсенче «Чăваш Ен çутисем» республика конкурсĕнче Сухайкасси ялĕ 1-мĕш, 2-мĕш вырăнсене йышăннă!
Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă «Çĕнĕ çул фантазийĕ» республика конкурсĕнче 2016-2018 çулсенче сухайкассисем 1-мĕш, 2-мĕш вырăнсене вĕçертмен. «Çĕнĕ çул елкине чи хитре капăрлатакан» номинацире çĕнтернĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ хăйĕн ĕçĕнче тăтăшах халиччен пулман çĕнĕлĕхсем шырать, вĕсемпе ăнăçлă усă курать. Акă, сăмахран, ял çыннисене хăйсен хушма хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ продукцие сутма меллĕ пултăр, хăйсем те ялта пысăках мар производство уçма пултарччăр тесе «Сугай Продукт» бренд йĕркеленĕ. «Çакăн евĕр бренд кашни ял тăрăхĕнех пулмалла», — тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Семенов. Ку тăрăхра пыл хурчĕ тытакансем йышлă пулнăран «Сугайкасинский сотовый мед» бренд та ăнăçлă ĕçлет.
Çĕнĕлĕхсем. Сухайкасси тăрăхĕнче общество пурнăçне хастар хутшăнакансене лотерея билечĕ парса хавхалантараççĕ. Çулталăк вĕçĕнче культура çуртĕнче çав билетсене выляттараççĕ. Тĕп парне — ноутбук е урăх хаклă япала.
Ял тăрăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывакан çынсене Сухайкасси ял тăрăхĕн Патриочĕн Карттине параççĕ. Карта Культура çуртĕнче иртекен пур мероприятие те тÿлевсĕр кĕме; кунти инструментсене (мотопомпа, дренаж насусĕ, перфоратор, бензобур тата ыт. те) арендăна илсе усă курма; Канашри тата ял тăрăхĕнчи лавккасенче тавара йÿнĕрех хакпа туянма май парать. Çавăн пекех карта хуçин пепке çуралсан ăна 10 пин тенкĕлĕх ача япалисем парнелеççĕ.
Ял тăрăхĕнче ирттерекен «Çулталăкри чи лайăх урам» конкурсра 15 тĕрлĕ критерие шута илеççĕ. Спорт мероприятийĕсене хутшăннинчен пуçласа «Чи урă урам», ача-пăча площадкисем, субботниксене хутшăнни, чăваш апачĕн конкурсĕ таранах. Çĕнтерÿçĕ урам тирпей-илем кĕртме 100 пин тенкĕ укçан парнене тивĕçет. Кун пек пархатарлă ĕçрен пăрăнса юлма никамăн та совеç çитес çук. Кашниех харпăр хăй пурăнакан тăрăха хăтлăх кÿрессишĕн тăрăшать-çке-ха.
Тата тепĕр ĕçе те палăртмасăр хăварма юрамастех. Иртнĕ çул Сухайкассинче ялти 18 çул тултарнă кашни çынран 400 тенкĕ сулăм укçи (самообложение) пуçтарас ыйтупа референдум ирттернĕ. Сасăлава суйлавçăсен 67,6 проценчĕ хутшăннă. Вĕсенчен 89,09 проц. хăйсен килĕшĕвне палăртнă, 10,18 проц. хирĕç сасăланă.
Ял çынни сĕнекен пĕр-пĕр пуçарăва е ыйтăва яланах йышпа пăхса тухаççĕ. Ку тĕлĕшпе тÿрех комисси пухаççĕ, вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Депутатсен Пухăвĕнче тата общество канашĕн ларăвĕнче йышăну тăваççĕ.
Ял тăрăхĕн инфратытăмне йĕркеленĕ чухне усă курмалли ырă тĕслĕх Сухайкассинче темĕн чухлех. Çынсем ял пурнăçне мĕнле хутшăннипе, агротуризм аталанăвĕпе паллашма та интереслĕ кунта.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *