Воскресенье, Май 9, 2021
Главная > Публикации > Ĕç тухăçлăхĕпе унăн пахалăхĕ — ăста специалистсемпе адреслă пулăшура

Ĕç тухăçлăхĕпе унăн пахалăхĕ — ăста специалистсемпе адреслă пулăшура

2018 çулта Чăваш Ен «Ĕç тухăçлăхне ÿстересси тата ĕçлĕхе пулăшасси» приоритетлă программăна хутшăннă. Пирĕн республика çĕнĕлĕх витĕмне хăй çинче туйса илнĕ Раççейри пĕрремĕш регионсен йышĕнче пулнă. 2019 çулта çак программа наци проектне куçнă.
Чăваш Ен хальхи вăхăтра «Ĕç тухăçлăхне ÿстересси тата ĕçлĕхе пулăшасси» наци проекчĕн регионти виçĕ проектне пурнăçа кĕртессипе тимлет: «Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли системăллă мерăсем», «Предприятисенче ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе адреслă пулăшу кÿресси», «Ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе ĕç рынокĕн пахалăхне ÿстересси тата ĕçлĕхе пулăшасси».
«Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли системăллă мерăсем» проект вăтам тата пысăк предприятисенче ĕç тухăçлăхĕн ÿсĕмне малалла аталантарса пырассине тĕпе хурать. Çак тĕллевпе предприятисене укçа-тенкĕ парса хавхалантарассипе, ертÿçĕсен йышне вĕрентсе кăларассипе, хатĕр продукцине экспорта ăсатма май туса парассипе, цифра трансформацийĕн пилотлă проекчĕсене хутшăнма пулăшассипе ĕçлет.
«Предприятисенче ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе адреслă пулăшу кÿресси» регион проекчĕ ĕç тухăçлăхне ÿстермешкĕн «Ĕç тухăçлăхĕ енĕпе ĕçлекен федерацин тата республикăри ятарлă центрĕсем» коммерцисĕр автономи организацийĕн эксперчĕсене явăçтарассипе тимлет.
«Ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе ĕç рынокĕн пахалăхне ÿстересси тата ĕçлĕхе пулăшасси» проект кадрсене хатĕрлекен системăна йĕркелес енĕпе ĕçлет.
«Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли системăллă мерăсем» проект 2024 çулта пурнăçа кĕрĕ. Çак тапхăрта проект витĕмĕ Чăваш Енри 60-тан кая мар вăтам тата пысăк предприятие пырса тивĕ. Вĕсенче ĕç тухăçлăхĕ çулсерен вăтамран 5 процентран кая мар ÿссе пырĕ.
«Предприятисенче ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе адреслă пулăшу кÿресси» проект та 2024 çулта финиш йĕрĕ çине тухĕ. Унта республикăри 14 предприяти хутшăнать, вĕсем валли 118 сотрудника ятарласа вĕрентсе кăларĕç. Асăннă предприятисен ĕçне федераци центрĕ йĕркелесе пырĕ. Республикăри центр 22 предприятие пăхса тăрĕ, регион управленийĕн витĕмĕпе 232 çынна вĕрентсе хатĕрлĕç.
«Ĕç тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе ĕç рынокĕн пахалăхне ÿстересси тата ĕçлĕхе пулăшасси» проект 2024 çул тĕлне регионти предприятисенчи 1118 çыннăн квалификаци шайне ÿстерме май парĕ. Çавăн пекех Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен ултă центрта пилотлă проектсем вăя кĕрĕç.
Вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çакнашкал пилотлă центрсенчен пĕри пĕлтĕр раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Канашра уçăлнă. «Работа России» Чăваш Енре хута кайнă пĕрремĕш пилотлă кадр центрĕ шутланать. Çавна май пысăк ĕç туса ирттерме тивнĕ: çурта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, ĕç вырăнĕсене проект ыйтăмĕпе килĕшÿллĕн йĕркене кĕртнĕ. Ĕç пÿлĕмĕсене тематика зонисем çине пайланă. Çавăн пекех сотрудниксене çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентсе хатĕрленĕ.
Хальхи кадр центрĕнче çĕнĕ технологисене анлă вăя кĕртнĕ, çавăнпа унта ĕç шыракана ĕç тупма çăмăлрах, ĕçпе тивĕçтерекене — кирлĕ сотрудника. Ку енĕпе ĕçпе тивĕçтерекен центр хăйĕн «хăватне» 2024 çулччен ÿстерсе пырĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сотрудникĕсем тĕрлĕ предприяти-организацире ĕç шыраса тупма кăна мар, хăвăн ĕçне çĕнĕрен йĕркелесе яма та пулăшма пултараççĕ.

Артемий МЯСНИКОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code