Четверг, 18 июля, 2024
Главная > Публикации > Акана кăçал каярах юлса тухăпăр

Акана кăçал каярах юлса тухăпăр

Çулпа çул чăнласах та пĕр килмест иккен. Çакна кăçалхи çанталăк тÿрремĕнех çирĕплетрĕ.

     — Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çуркунне икĕ-виçĕ эрне кая юлса пырать, — палăртрĕ шухăшне районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов. — Енчен те иртнĕ çул ку вăхăтра хуçалăхсем кĕрхи культурăсене апатлантарнă пулсан, кăçал уй-хир хĕлĕн тарăн ыйхинчен вăранайман-ха. Тавралла шап-шурă юр выртать.
     Ку ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем кĕрĕк арки йă- валаса ларнине пĕлтермест паллах. Машинăпа трактор паркĕсенче тата кĕлет-ангарта хĕрÿ ĕç вĕрет. Механизаторсем хăйсене шанса панă «хурçă учĕсене» тата вĕсен çумне çаклатса ĕçлеттермелли агрегатсене тепĕр хутчен тĕрĕслесе хатĕррисен ретне лартаççĕ, бригада ĕçченĕсем вăрлăха акана тухиччен тасатса тирпейлеççĕ, кунсерен тенĕ пекех района удобрени тата дизтопливо турттаракан автомашинăсем килсе тăраççĕ. Ку — пирĕн куç тĕлне пулман ĕçсем, вĕсем еплерех пулса пынине специалистсем тăтăшах вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Çак тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов ятарлă хушу кăларнă. Комисси членĕсем районти кашни хуçалăха çитсе килсе тивĕçлĕ хак параççĕ.
     Çак кунсенче вĕсем Протасовпа Лукиняов хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, «Цивиль» тата «Исток» пĕрлĕхсенче пулчĕç. Асăннă кашни хуçалăхрах хатĕрленÿ ĕçĕсем пыни кăмăл-туйăма çĕклет.
     Протасов тата Лукиянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи çĕрсем çинче ĕçлеççĕ. Протасов фермер 1653 гектар çинче ял хуçалăх культурисем туса илет, вĕсенчен 1320 гектарĕ — тĕш тырă уйĕсем. Кĕрхи культурăсем 200 гектар йышăнаççĕ. Çурхисене 1120 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Вăл шутран 500 гектар урпа, 500 гектар тулă, 120 гектар пăрçа йышши культурăсем. Çур акине вăхăтра тата тухăçлă ирттерме вăрлăх (300 тонна, вăл кондицие ларнă) тата удобрени (60 тонна карбамид, 20 тонна аммони сульфачĕ тата 40 тонна хутăш удобрени) çителĕклĕ хатĕрленĕ. Вăрлăха çĕнетес тĕллевпе 10 тонна элита кÿрсе килнĕ. Мехпарк çĕнĕ МТЗ-82 тракторпа, çĕнĕ йышши культиваторпа тата сеялкăпа пуянланнă.
     Лукиянов фермер 750 гектар çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтерет. Кĕркунне 350 гектар çĕре вăрлăхпа «пуянлатса» хăварнă, çуркунне 400 гектар урпа акма палăртать. Çак тĕллевпе 120 тонна вăрлăх хатĕрленĕ, ăна кондицие лартнă.
     «Цивиль» пĕрлĕхре тимĕрçĕ лаççи хăй патне илĕртрĕ. Унтан пĕр вĕçĕм тимĕр чанклатнă сасă илтĕнсе тăни кăмăла çĕклерĕ. Ăстасем сÿ-ре шăлĕсене салатса пуçтараççĕ, тимĕрçĕ вĕсене шаккаса шĕвĕртет. Унта кăçал 425 гектар çинче çурхисене ?255 гектар урпа тата 170 гектар тулă/ акма палăртаççĕ. Кĕрхи культурăсем 485 гектар йышăнаççĕ. 100 тонна удобрени кÿрсе килнĕ, вăрлăха йăлтах кондицие лартнă. Çур акинче усă курмалли агрегатсене юр айĕнчен чавса кăларнă.
«Исток» пĕрлĕхре те ĕç вĕрет. Пилĕк çынран тăракан механизаторсен звенойĕ ял хуçалăх техникине юсаса хатĕррисен ретне лартать. Çурхисене унта 245 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ, тулă 125 гектар, урпа 100 гектар, 20 гектар сĕлĕ, 30 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем йышăнĕç. Кĕрхисене 125 гектар çинче акса хăварнă пулнă. Вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ, удобрение хальлĕхе 15 тонна кÿрсе килнĕ.
     Кĕçех комисси ытти хуçалăхсене те çитсе килĕ, унти лару-тăрупа хаçатăн çитес кăларăмĕсенче паллаштарăпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *