Суббота, Май 8, 2021
Главная > Публикации > Кĕрхи калча аван хĕл каçнă

Кĕрхи калча аван хĕл каçнă

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай начальникĕ Сергей Михайлов, асăннă пайăн тĕп специалисчĕ Валерий Долгов тата Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри управленийĕн Канашри пайĕн агрономĕ Галина Семенова районти уйсене тухса çаврăнчĕç, вĕсем кĕрхи калчасен пахалăхĕпе вырăнта паллашрĕç.

     Районта кĕрхи культурăсене 7890 гектар çинче акса хăварнă пулнă. Ял хуçалăх центрĕн специалисчĕ Галина Васильевна палăртнă тăрăх, кĕрхи калча тата нумай çул ÿсекен курăксен анисем лайăх хĕл каçнă, кăшлакан чĕр чунсем те пысăк сиен кÿнине тупса палăртман.
     Кĕçех районти ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем акана тухĕç. Çурхи ĕçсене вăхăтра тата тухăçлă вĕçлеме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене çителĕклĕ янтăласа хăварнă. Çур аки валли планпа 3253 тонна вăрлăх кирлĕ пулсан Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕнче 2784 тонна тĕрĕслев витĕр тухнă. Вĕсенчен 100 проценчĕ кондицие ларнă.
     Вăрлăха çĕнетсе пырас тĕллевпе хуçалăх ертÿçисемпе фермерсем пахалăхлă вăрлăх туянма тăрăшаççĕ. Ака уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне районта 320 тонна элитлă вăрлăх кÿрсе килнĕ (пĕтĕм вăрлăх шайĕн 10 проценчĕ).
Çурхи ĕçсем валли 1050 тонна (ĕç витĕмĕн шайĕпе) минераллă удобренисем кирлĕ. Хальлĕхе района 2506 тонна (виçе калăпăшĕпе) удобрени турттарса килнĕ, ĕç витĕмĕн шайĕпе çакă 964 тоннăпа танлашать е пĕтĕмпе кирлин 92 проценчĕ. Хальхи вăхăтра çак ĕç малалла пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code