Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Сĕт хакĕ калаçтарать

Сĕт хакĕ калаçтарать

Сĕт хакĕ чĕр тавар туса илекенсене кăна мар, лавккаран хатĕр продукци туянакансене те калаçтарать. Чăнласах та, фермерсем тата хушма хуçалăхра ĕне выльăх тытакансем усламçăсем сĕте йÿнĕ хакпа пуçтарнишĕн ÿпкелешеççĕ, лавккана çÿрекенсем вара унăн хакĕ «çыртнипе» кăмăлсăр. Çак танмарлăх мĕнпе çыхăннă-ха? Çулталăк çаврăмĕпех халăхран сĕте пĕр хакпа пуçтарассине тытса пыма пулать пек-ши?

     Специалистсем палăртнă тăрăх, хĕллехи тата çуллахи тапхăрта чĕр тавартан хатĕр продукци хатĕрлекен предприятисем сĕте суту-илÿ точкисене тĕрлĕ хакпа ăсатаççĕ. Çакă сезонпа тÿрремĕнех çыхăннă. Ара, çулла сĕт ирĕк-çке, вăл сĕт-çу заводне пысăк партипе килет, çавна май унăн хакĕ те йÿнелсе каять. Хĕлле вара пачах урăхла лару-тăру, сĕт рынокĕнче чĕр таварăн дефицичĕ сисĕнет, çавна май ăна пысăкрах хакпа йышăнма тытăнаççĕ. Ку пулăм лавккасенчи сĕт хакĕ çине сахал витĕм кÿрет, сутуçăсем ăна пĕрешкел йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ.
     Анчах та ĕне усраканăн кăмăлне вара хуçмаллипех хуçать. Калăпăр хĕл каçипе сĕте ял халăхĕ 25 тенкĕпе тухса панă. Усламçă, сăмахран, ыран унăн хакĕ пĕр литршăн 18 тенкĕ пулассине асăрхаттарса хăварать. Çанталăк тата ăшăтсан, выльăх-чĕрлĕх çаран çине тухсан çак хак тата та ÿкĕ. Чылайăшĕн кĕркунне сĕт рынокĕнчи хак йĕркене кĕриччен çырлахса ларма тивет. Çырлахманнисем те пур. Хăшĕ-пĕри килте сĕтрен юр-вар хатĕрлесе пасарта сутма тытăнать, теп- рисем сĕт витрине шыв хушса «çухат-нă тупăша» саплаштарма пăхаççĕ. Çакна ветспециалистсем анализсем тунă май тăтăшах тупса палăртаççĕ. Пуху йĕркелесе усламçа хăйсен ял тăрăхĕнчен пистерекенсем те пур. Кайран вара хăйсемех сĕте вырнаçтарайманнипе йывăрлăхсем тÿсеççĕ. Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта пулнă та ĕнтĕ.
     Нумаях пулмасть сĕт хакĕн ыйтăвне Шаккăл ял тăрăхĕнче çĕкленĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов, асăннă пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев тата районти ветеринари станцийĕн ертÿçин çумĕ Надежда Андреева пулнă. Çак комисси йышĕнче пулнă районăн тĕп зоотехникне Сергей Павловича Шаккăл тăрăхĕнчи лару-тăрăва уçăмлатма ыйтрăмăр. Асăннă ял тăрăхĕнче сĕте «Баймашкский» кооператив пуçтарать. Усламçă чĕр таваршăн ял халăхĕпе вунă кунта пĕрре татăлать. Шаккăл ял тăрăхĕнче пурăнакансем сĕт хакĕ пĕр литршăн 25 тенкĕрен тăруках 18 тенке юлнипе кăмăлсăр. Кунта çакна палăртса хă- вармалла, пирĕн районта тата республикăра пуçтаракан сĕтĕн вăтам хакĕ пĕр литршăн 18 тенкĕпе танлашать. Сĕте Шаккăлта литршăн 25 тенкĕ сĕннине усламçăсен хушшинчи конкуренци витĕмĕпе сăлтавламалла. Халĕ унта çак витĕм вăйĕ çук, çавăнпа сĕт хакĕ вăтам шая çывхарнă».

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code