Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать

Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать

Ялта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç çу каçипе те чарăнмасть. Нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксене, çавăн пекех вырма хыççăнхи улăма пуçтарса тирпейленĕ хыççăн хуçалăхсем кукуруза вырма тухаççĕ. Хальхи вăхăтра Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче çак сĕтеклĕ культурăна шăпах силоса хывассипе тимлеççĕ.

     Уй-хирте кукурузăна выльăх апачĕ хатĕрлекен «Дон» комбайнпа Иван Ефимов ăста механизатор тураса вĕтетет. Симĕс массăна Николай Иванов, Всеволод Николаев тата Александр Павлов водительсем «Камаз» автомашинăсемпе турттарса тăраççĕ. Силос шăтăкĕнче пулас сĕтеклĕ выльăх апатне Виссарион Петров механизатор погрузчикпе таптатса пусăрăнтарать. хуçалăх тăрăшуллă ĕçченĕсем кунсерен 300 тонна яхăн силос янтăласа пыма палăртаççĕ.
     Районта паянхи кун тĕлне 4820 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ (планăн 104,4 проценчĕ), 12580 тонна сенаж хывнă (79,4 процент), пĕр çул ÿсекен курăксене 1870 гектар çинче çулнă (100 процент). Пĕр условнăй выльăх пуçне тивекен апат единици 20 центнерпа танлашать.
     Кĕрхисене районта кăçал 5900 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пулас тухăç никĕсне 1980 гектар çинче хывнă: кĕрхи ыраш — 320 гектар, кĕрхи тулă 1660 гектар йышăнаççĕ. Кĕрхи культурăсене акассипе пирĕн тăрăхра «Канаш-Агро» пĕрлĕх ĕçченĕсем хастар ĕçлесе пыраççĕ, ака ĕçне вĕсем кăçал 1000 гектар çинче туса ирттерме палăртаççĕ. Вăрлăха тухăç шăтаслăхне ÿстерме пулăшакан агрохимикатсемпе им-çамласа акаççĕ.
     Акара вĕсен ятарлă икĕ комплекс ĕçлет. Пĕринпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх университечĕн студенчĕ Артем Фомин акать, вăл Кăшнаруй ял тăрăхĕн каччи. Инженери факультечĕн иккĕмĕш курсне вĕренме куçнă çамрăк тракторист çур акинче те пысăк хастарлăхпа палăрнă. Уй-хир ĕçĕсемпе паллашма пынă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов Артема умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕç, диплом илсен çамрăк специалиста тăван тăрăхра хапăл туса кĕтнине пĕлтерчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *