Главная > Публикации > Çур ĕмĕр ытла руль умĕнче

Çур ĕмĕр ытла руль умĕнче

Районти АПК тытăмĕнче вăй хуракан аслăрах ăрури механизаторсен хушшинче Катекре пурăнакан Михаил Петрович Петрова пĕлмен çын çук та пуль, мĕншĕн тесен вăл 55 çул ытла руль умĕнче. Тивĕçлĕ канăва тухнăрапа вăхăт чылаях иртнĕ пулин те Михаил Петрович вырма вăхăтĕнче кашни çулах комбайн штурвалĕ умне ларать.

     — Хамра вăй-хал пуррине туятăп. Çавăнпа ĕçлес хавхалану пысăк манăн. Çиччĕмĕш çул ĕнтĕ «Канмаш» агрофирма» тулли мар яваплă пĕрлĕхре вăй хуратăп. Кăçал 75 çул тултартăм. Çуралнă кун манăн кашни çулах тырă пуссинче иртет. Юбилей чухне вара уя пырса саламлаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ, пилĕк çул каялла та. Районăн тĕп агрономĕ Валерий Васильевич Долгов, «Канмаш» предприятин ĕç тăвакан директорĕ Валерий Николаевич Лапшин, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Михайлович Аввакумов, Катек клубĕнчи артистсем ĕç вырăнне килсех саламларĕç. Шутсăр хĕпĕртерĕм, вăй-хал хушăнчĕ, — тет комбайнер.
     Шкул хыççăн йĕкĕт Казахстана анлă профильлĕ тракториста вĕренме тухса кайнă. Ял хуçалăх механизацийĕн училищинче икĕ çул вĕренсе алла специальность илнĕ. Çак тăрăхрах пĕр çул çерем çĕрсем уçнă. Тăван ялне таврăнсан вырăнти колхоза вырнаçнă. Ун чухне хуçалăх Киров ячĕпе хисепленнĕ, 1973 çулта «Советская Армия» колхозпа пĕрлешсе пысăк хуçалăх туса хунă. Малтан шоферта, кайран тракториста куçрăм. 1972 çулта пуçласа комбайн çине ларнă. Çавăнтан вара тракторпа та, машинăпа та, комбайнпа та ĕçленĕ, ăçта хушнă — çавăнта кайнă.
     — 90-мĕш çулсенче усă курман çĕрсен лаптăкĕ-сем пысăкланма пуçларĕç. 2000-мĕш çулсен варри тĕлнелле кунашкал территорисен калăпăшĕ çав тери пысăкланса кайрĕ. Вырăн-вырăнпа уйсем вăрман пулма пуçларĕç. Пирĕн енчи çĕрсем çине «Канмаш» ООО ĕçлеме килчĕ те уй-хир тăрăх çĕнĕ варкăш иртнĕнех туйăнчĕ. Предприяти йывăçсене кăкласа çĕр сухалама пикенчĕ, пирĕн тавралăх унчченхи пекех тыр-пул анисемпе савăнтарма пуçларĕ. Çакăншăн хам та питĕ кăмăллă.
     Вырма вăхăтĕнче мана комбайн çине йыхравларĕç те — хаваспах штурвал умне лартăм. Манăн юратнă ĕç вĕт. Малтанхи çулсенче Т-150 тракторпа ĕçлерĕм, 2009 çултанпа — «Палессе» комбайнпа. Кăçал мăнукпа Максимпа вырмана тухрăмăр, — каласа кăтартрĕ Михаил Петрович.
     Эпир те юбиляра вăрăм кун-çуллă пулма çирĕп сывлăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *