Воскресенье, 21 июля, 2024
Главная > Публикации > Ыр кăмăллăх акцийĕ малалла пырать

Ыр кăмăллăх акцийĕ малалла пырать

Районта «Пĕрремĕш класа каякана парне» ыр кăмăллăх акцийĕ пырать. Унпа килĕшÿллĕн районти шкулсенче пуçласа парта хушшине ларнă кашни ачана район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов ячĕпе парнепе тивĕçтереççĕ.
Вĕренÿре кирлĕ ятарлă набора хальхи вăхăт тĕлне 13 шкулта пĕлÿ пухакан 90 ача илнĕ. Нумаях пулмасть районти опекăпа попечительсен секторĕн заведующийĕ Т. Попова тата республикăри ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнойăн районти общество пулăшуçи Н. Петрова Янкăлч, Вăтакас Татмăш тата Катек шкулĕсенче пĕрремĕш класра пĕлÿ пухакансене парнесем панă, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *