Воскресенье, 21 июля, 2024
Главная > Публикации > Тăпрари йÿçек шайне чакараççĕ

Тăпрари йÿçек шайне чакараççĕ

Пĕр вăрлăхах тĕрлĕ уйра тĕрлĕрен çитĕнет, тухăçĕпе те палăрмаллах уйрăлса тăрать. Çакă тăпра пулăхлăхĕ- пе тÿрремĕнех çыхăннă. Мĕншĕн тесен микроэлементсен шайĕпе вăл кашни лаптăкрах уйрăлса тăрать.


Çак уйрăмлăха хуçалăх çĕрĕсен ятарлă картограмминче курма пулать. Асăннă документа пилĕк çулта пĕр хутчен тăваççĕ. Пирĕн республикăра ку енĕпе Çĕрпÿри Опытлă станци çумĕнчи лаборатори ĕçлет.
Картограмма вăл — çĕр пулăхлăхĕн шайне палăртакан документ. Унта çавăн пекех тăпран йÿçек шайне те асăнса хăвараççĕ. Çак шай тăпрара мĕншĕн ÿс-се каять-ха; Ку пулăм уйсене çулсерен удобрени хывнипе пулать. Çĕре каялла йĕркене кĕртес тесессĕн унта извеç хывмалла. 2017 çулхи кăтартусем тăрăх, пирĕн районти 17 пин ытла гектар çĕр йÿçĕ пулни паллă.
Тăпрана извеç хывассипе районта Киров ячĕллĕ ЯХПК хастар ĕçлесе пырать. Кăçал вĕсем 145 гектар çĕрĕн йÿçек шайне чакарнă. Çакна та палăртса хăварни вырăнлă, çĕре извеçленĕшĕн патшалăх тăкаксен 90 процентне каялла тавăрса парать. Çĕр çинче технологие çирĕп пăхăнса ĕçлекенсемшĕн кашни гектар пуçне тивекен субсиди виçи вара 20 процентпа танлашать. Эппин, ыттисен шутласа пăхмалăх пур.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *