Воскресенье, 23 января, 2022
Главная > Публикации > Эс юнашар чухне анне илемлĕн курăнать тĕнче

Эс юнашар чухне анне илемлĕн курăнать тĕнче

— Аннеçĕм, эсĕ маншăн чи ырри, чи хитри, чи ăсли, чи, чи… — пĕчĕкскер амăшĕ çумĕнче çакăн пек чĕвĕлтетни пур хĕрарăмăн кăмăлне те çемçетет пулĕ. Çакна илтессишĕнех тем тума та хатĕр эпир. Кунашкал чĕвĕлтетĕве килте темиçе ачаран та илтме пултаракансем, ахăртнех, чи телейлисем.
Кашни амăшĕ хăй ачишĕн чи-чи пахи паллах. Ача чухнех илтнĕ пĕр каларăш пуçран тухмасть: ача амăшне çухатнă тет те йĕре-йĕре шырать тет. Ăна пĕр хĕрарăма кăтартаççĕ, теприне. Çук, манăн анне чи хитри тесе йĕрет тет ача. Юлашкинчен пĕр илемсĕр хĕрарăма кăтартрĕç тет те: «Манăн анне!» — тесе ыталаса илчĕ тет. Çапла, ачасемшĕн пирĕн сăн-сăпат мар, эпир вĕсене мĕнле юратни, вĕсем çын пулнине хисеплени малти вырăнта тăрать. Пепкене кун çути пиллекенсем, ашшĕ-амăшĕ,
вĕсемшĕн пурнăç тăршшĕпех яваплă. Ачасем хăйсене юратнине туйса ÿссен пурнăç тăршшĕпех ашшĕ-амăшне юратаççĕ.
Уçырмара пурăнакан Татьяна Валерьевна Алексеева нумай ачаллă амăшĕсенчен пĕри. Мăшăрĕпе Игорь Анатольевичпа çеçке пек чипер виçĕ ачана кун çути панă. Асли Никита 6-мĕш класра вĕренет, Настя 5-мĕшне çÿрет. Кĕçĕнни, тăваттăри Кристина, ача садĕнче шкулчченхи хăнăхусене илет. Ачасем пĕр-пĕринпе туслă, аслисем кĕçĕннине пăхаççĕ, уроксем туса пĕтерсен унпа выляма та вăхăт тупаççĕ, ашшĕпе амăшне пулăшма та мехел çитереççĕ.
Алексеевсем çемьепе канма, çул çÿреме юратаççĕ. Çакă вара ачасен тавра курăмне мĕн пĕчĕкренех аталантарма, çемьери хутшăнусене тата та çирĕплетме май парать.
Татьяна Валерьевна район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕнче эксперт специалистра чылайранпа тимлет. Тарават, сăпайлă, чипер хĕрарăм пĕр-пĕр ыйтупа килнĕ çынна яланах ăшшăн йышăнать, ăнлантарса парать.
Татьяна Валерьевнăна районта пурăнакан ытти амăшĕсемпе пĕрле Анне кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çĕршыва юрăхлă сывă ачасем çитĕнтерме вăй-хăват тата телей сунатпăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code