Воскресенье, 21 июля, 2024
Главная > Публикации > Вĕсем пирĕнтен пулăшупа тимлĕх кĕтеççĕ

Вĕсем пирĕнтен пулăшупа тимлĕх кĕтеççĕ

Çулсерен, раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Çак куна уяв тесе калаймăн, мĕншĕн тесен сусăрлăх никама та савăнăç туйăмĕ кÿмест. Район ертÿлĕхĕ çакнашкал çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине тата вĕсене пулăшупа тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов Пĕтĕм халăхсен хушшинчи сусăрсен кунне халалласа ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн опекăпа попечительство секторĕн специалисчĕсем инвалидсем патне килĕсене çитсе парнесем панă, çирĕп сывлăх тата ăнăçу суннă. Район администрацийĕ парнесемпе тивĕçтерме пулăшнăшăн Альбина Петрова предпринимателе тав сăмахĕ калать.
Сусăрсен кунĕ уяв пулманнине çÿлерех асăнса хăвартăмăр ĕнтĕ. Ăна йĕркелесе ирттерни пирĕн хушăра сывлăх енчен уйрăлса тăракан çынсем пуррине, вĕсем пирĕнтен тимлĕх кĕтнине асра тытма пулăшать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *