Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Канаш прокуратурин кун-çулĕ

Канаш прокуратурин кун-çулĕ

2022 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратурине туса хунăранпа 300 çул çитнĕ. Ăна Пĕрремĕш Петĕр патша 1722 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Император сенатăн пĕрремĕш Генерал-прокурорĕ пулма Павел Иванович Ягужинский графа çирĕплетнĕ.
1931 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 1933 çулхи июнĕн 4-мĕшĕччен Канаш районĕн прокурорĕн должноçне П.А. Колпаков йышăннă. Вăл 1898 çулта патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă, Хусанта юридици курсĕсене пĕтернĕ.
1940-1944 çулсенче Çĕмĕрле районĕнчи Пилешкассинче çуралса ÿснĕ Н.Г. Григорьев прокурор пулнă. 1944 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа прокурор тивĕçĕсене И.М. Захватов пурнăçланă. Вăл 1900 çулта Куйбышев облаçĕнчи Ново-Спасски районĕнчи Жихаревка ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хусанти юридици институтĕнче вĕреннĕ. 1945 çулхи апрельтен пуçласа 1951 çулхи июлĕн 10-мĕшĕччен Канаш хулин прокурорĕ пулнă.
СССР Генеральнăй прокуратурин 1955 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче кăларнă приказне тĕпе хурса ЧАССР прокурорĕ Канаш хулине, Канаш тата Шăхасан районĕсен прокуратурисене пĕрлештерсе пĕр прокуратура туса хурасси çинчен приказ кăларнă. Çапла майпа Канашри районсем хушшинчи прокуратура туса хунă.
Канашри районсем хушшинчи пĕрремĕш прокурор В.Н. Никифоров 3-мĕш класлă юрист пулнă, маларах вăл Шăхасан районĕн прокуратурине ертсе пынă. Вырăскас Пикших ялĕнче 1920 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Хусан хулинче Пĕтĕм союзри юридицин куçăмсăр институтне вĕренсе пĕтернĕ. Василий Никифорович прокурорта 1955-1958 çулсенче ĕçленĕ.
1958-1971 çулсенче прокурорăн йывăр лавне Д.Т. Тимофеев туртнă. Вăл хальхи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чаккире 1918 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Хусанти юридици институтне пĕтернĕ.
Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса çитĕннĕ Г.Г. Васильева, вăл юстици советникĕ пулнă, 1971-1978 çулсенче прокурор пулма тивнĕ.
1978 çулхи октябрьтен пуçласа 1983 çулччен яваплăх Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь арĕ Н.И. Бельцов çинче пулнă.
Муркаш тăрăхĕнчи Рыккакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ В.С. Абросеев Харьковри юстици институтне вĕренсе пĕтернĕ. Юстици советникĕ, 1983-1987 çулсенче прокурор пулнă.
Ун хыççăн çак должноçа Р.Э. Купкенов (1987-1991), А.П. Мигушов (1991-1995) йышăннă. Александр Петрович 1983 çулта Саратоври юридици институтне вĕренсе пĕтернĕ те çав çулах прокуратура органĕсенче ĕçлеме пуçланă.
1995-2001 çулсенче Канашри районсем хушшинчи прокурора Ю.П. Михайлова лартнă. 1980 çулта Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсен Хусан патшалăх университечĕн юридици факульте-
тĕнче «Правоведени» специальноçне алла илнĕ, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Çĕнĕ ĕмĕрĕн пуçламăш виçĕ çулĕнче пирĕн район прокурорĕ пулма каллех А.П. Мигушова шаннă.
2003 çулхи майăн 7-мĕшĕнчен пуçласа пилĕк çул хушши Саратоври юридици институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ ентешĕмĕре, вăл Ухмантан, С.П. Павлова шаннă. Сергей Петрович «Канаш ен» хаçатпа та тачă çыхăну тытнă.
2008-2017 çулсенче Я.А. Сергеев прокурорта ĕçленĕ. Вăл Çеçпĕл ялĕнчен. 1995 çулта Мускаври патшалăх юридици академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Правона сыхлакан органсенче 1993 çултанпа службăра тăнă. Канашри прокуратурăн следователĕ, аслă следователĕ, прокурор çумĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Яков Александрович _ Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
2017 çулхи декабрьтен пуçласа 2020 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕччен А.В. Шабалкин пулчĕ. Вăл Пăрачкав райо- нĕнчен. 1992 çулта Пăрачкав вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1997 çулта Хусан патшалăх университечĕн юридици факультетне пĕтернĕ. 1996 çулта Шупашкарти Ленин район прокуратуринче ĕçлеме пуçланă. Унтан çак прокуратурăн следователĕ, Шупашкар хула прокуратурин следователĕ, Красноармейски, Улатăр районĕсен прокурорĕ пулнă.
Хальхи вăхăтра Канашри районсем хушшинчи прокуратурăра 12 çын ĕçлет: С.А. Фирсов прокурор, прокурорăн çумĕсем — А.М. Багаутдинов, С.В. Валерьянов, прокурорăн аслă пулăшуçисем — Э.Н Казанков, А.В. Константинов, А.Ю. Михайлов, И.М. Тимофеева, прокурорăн пулăшуçисем — О.В. Карлина, М.С. Кириллова, А.С. Кутров, И.Н. Лушников, К.Д. Страстотерцев, çавăн пекех Н.В. Емельянов специалист, В.Н. Ильин водитель.
Раççей федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн 2021 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче кăларнă приказĕпе Канашри районсем хушшинчи прокурор пулма Сергей Фирсова çирĕп-летнĕ. Сергей Александрович Шупашкар хулинче 1978 çулта çуралнă.
2000 çулта Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренсе пĕтерсен Шупашкар хула прокуратурине следователе вырнаçнă. Ÿсĕм картлашки тăрăх хăпарса пынă: прокуратурăн аслă следователĕ, Муркаш районĕн прокурор çумĕ, район прокурорĕ, Çĕмĕрле районĕн прокурорĕ.
2019-2021 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕччен Елчĕк районĕн прокурорĕн должноçне йышăннă. Сергей Александрович — Раççей Федерацийĕн прокуратурăн Хисеплĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *