Вторник, 4 октября, 2022
Главная > Публикации > Педагог ветерансем патĕнче хăнара

Педагог ветерансем патĕнче хăнара

Кăшнаруйĕнчи сакăр класлă шкултан вĕренсе тухнăранпа 55 çул çитрĕ. Чăн та, сахал мар. Çак темăна хускатсассăнах тарăн шухăша путатăн. Хамăр класпа пĕрле тунă сăн ÿкерчĕксем те виççĕ çеç. Пĕрне 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне тунă, тепĕр иккĕшне — çиччĕмĕш тата саккăрмĕш классенче.

Тантăшсем, пиллĕкмĕш класа куçиччен, Кăшнаруйĕнче, Шăхаль салинче тата Анат Сурăм ялĕнче вĕреннĕ пулнă. Кĕçĕн класс хыççăн тĕп шкулта вĕсенчен «А» тата «Б» классем йĕркеленнĕ. Анчах та çиччĕмĕш класа çитсен пире пурне те пĕр йыша пĕрлештерчĕç.

Класа географи учительне Иван Сергеевича ертсе пыма шанчĕç. Саккăрмĕш класа куçсан йĕрке каллех улшăнчĕ. Пурсуйкассинчен виçĕ хĕрача вĕренме килнĕ хыççăн класа каллех икке пайларĕç. «А» класра вĕренекенсене математика учителĕ Мария Ивановна ертсе пычĕ, «Б» класс ачисемпе Анастасия Константиновна ĕçлесе пычĕ. Вăл Пурсуйкассинчен çÿретчĕ, вăл хистенипе çав виçĕ пике шăпах пирĕн шкула вĕренме килнĕ те.

Эпĕ хамăрпа кÿршĕллĕ пурăнакан Мария Ивановна класне лекрĕм. Анчах та Юрий Никитин яланах ман класра вĕренсе пынă тесе чăваш чĕлхипе литературине ертсе пыракан Анастасия Константиновна хăйĕн класне илсе кайрĕ. Çапла эпĕ «Б» класа каялла лекрĕм.

Тĕрлĕ предметпа вĕрентекенсем çулсерен ылмашса пыратчĕç. Вĕсене хăнăхса пыма çав тери кăткăсчĕ мана. Саккăрмĕш класра тунă сăн ÿкерчĕкре 16 вĕренекен, тепĕр улттăшĕ мĕншĕн пĕрле тăманнине пĕлместĕп. Халĕ Маргарита Петрова, Вавил Петров, Аркадий Николаев, Алексей Якимов тата Людмила Михайлова сăнĕсене те манса кайнă ĕнтĕ.

Пурсуйкассинчен килнисенчен Валентина Михайловăна çеç ас тăватăп. Унтанпа улттăшĕ тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Икĕ класпа илсен çак синкерлĕ цифра вун тăватта та çитет. Нумайăшĕн пурнăç шăпи çинчен пĕлместĕп.

Нумаях пулмасть Кăшнаруй ялĕнче тĕпленнĕ Юрий Ивановичпа Ольга Сергеевна Васильевсем пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшĕсене хăйсем патне пуçтарчĕç. Пысăк тав вĕсене çак тĕлпулăва йĕркеленĕшĕн. Улттăн пуçтарăнтăмăр, ыттисем тĕрлĕ сăлтава пула килеймерĕç.

Юлташăм Юрий Васильев çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Шкултан вĕренсе тухсанах вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче ăс пухрĕ. Механизаци факультетĕнче пĕлÿ пухнă çамрăк специалист малтан пĕр çул Мари-Эл Республикинче вăй хучĕ. 1975-1976 çулсенче салтакра пулчĕ, служба унăн Свердловск тăрăхĕнче иртнĕ.

Хĕсметрен таврăнсан Юрий Иванович Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк салинчи пĕр завода ĕçе вырнаçрĕ. Унта виçĕ çул вăй хунă хыççăн тăван «Правда» хуçалăха ĕçлеме килчĕ, инженер пулса тăрăшрĕ.

Юра учительсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ — Иван Васильевич, Анат Сурăм ялĕнчи шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Амăшĕ — Ульяна Сергеевна, Кăшнаруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта чăваш чĕлхипе литературине мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ертсе пынă. Юлташăн юратнă мăшăрĕ Ольга Сергеевна вĕрентекен, вăл шкулта ачасене нимĕç, чăваш чĕлхисене вĕрентнĕ. Юрий Иванович хăй те Энтриялĕнчи вăтам шкулта 15 çул технологи, рисовани тата черчени урокĕсене ертсе пычĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă педагог ветерансем алă усса лармаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча-çимĕç туса илеççĕ.

— Эпир кăçал кабачки, купăста, помидор хунавĕсене ик çĕр тĕпрен те ирттерсе лартрăмăр, — каласа парать кил хуçи. — Вĕсене упрама килти пахчара виçĕ нÿхреп алтрăмăр. Стройка ĕçĕпе те питĕ кăсăк- ланатăп, çулсерен мĕн те пулин çĕнни ăсталатăп.

Васильевсем 1978 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче çемье çавăрнă, вĕсен виçĕ ача çитĕннĕ. Асли — Андрей, хĕсметре тăнă хыççăн 2005 çултанпа контракт мелĕпе Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Маринăпа Александр Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Ачисем пурте çемьеллĕ тата аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Юрийпа Ольга Васильевсен пилĕк мăнук çитĕнет.

Юрий НИКИТИН,

общество корреспонденчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code